Сывă пулма тăрăшни – модăран юлманнипе танах

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕн» кăçалхи районти стартне пĕлтĕрхинчен те ытларах çын тухрĕ – 900 ытла

Нумайăшĕ массăллă ăмăртăва сывлăхшăн, ÿт-пÿ çирĕплĕхĕшĕн хутшăнчĕ, теприсем вара майпа усă курса хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. Туçи Çармăсри шкул командинчи вун тăватă ачаран акă тăххăрĕшĕ призлă вырăнсене лекрĕç, ыттисем – чи вăйлă вунă йĕлтĕрçĕ йышне. Яланхиллех пĕр тăван Зайцевасем лайăх результат кăтартрĕç. Ларисăшăн (15–16 çулсенчи хĕрсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ) ку чупу хăйне евĕрлĕ тренировка вырăнне пулчĕ, çак кунсенче вăл тăван республика чысне Сыктывкар хулинче иртекен Раççей чемпионатĕнче хÿтĕлĕ. Лариса йăмăкĕсем – йĕкĕрешсем Еленăпа Зоя – дистанцие икĕ çеккунт уйрăмлăхпа вĕçлерĕç, ылтăн медале Лена тивĕçрĕ.

Шкулсенче йĕлтĕр спортне ытларах тимлĕх уйăрма тытăннине çакнашкал массăллă чупусене çулсерен ытларах та ытларах ача хутшăннипе те çирĕплетме пулать. «Раççей йĕлтĕр йĕрне» юлашки çулсенче пĕр шкул юлми тухаççĕ. Çакă вĕренÿ учрежденийĕсене спорт инвентарĕпе тÿлевсĕр тивĕçтернипе те çыхăннă пулĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев хăйĕн салам сăмахĕнче шкулсене 314 мăшăр йĕлтĕр парнеленине пĕлтерчĕ, çакă ачасен тата ытларах йышне спортпа туслашма майсем туса панине каларĕ.

Республикăра, çав шутра пирĕн районта та, спорт аталанăвĕ çÿллĕ шайра пулнине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов та палăртрĕ. «Сывă пулма тăрăшни – модăран юлманнипе танах», – терĕ вăл, пурне те спорт стилĕпе пурăнма йыхравласа.

Официаллă самант вĕçленнĕ хыççăн пуçлăхсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе пухăннисене старта тухма чĕнчĕç – Сергей Владимирович та, Леонид Григорьевич та йĕлтĕр йĕрĕпе çăмăллăн илентерчĕç.

Ытти çулсенчипе танлаштарсан, кăçал аслăрах çулсенчи çынсем те стартра ытларах пулчĕç. Спорт ветеранĕсем яланхиллех «стройра» çирĕп пулнипе савăнтарчĕç. 70 çултан аслăраххисем хушшинче çĕнтерÿ Вăрнарти Георгий Никишов аллинчех юлчĕ. Хĕрарăмсенчен Галина Степанова маттур пулчĕ.

Ытти забегсене илес пулсан, VIP-ра «Звездопад» тулли мар яваплă общество ертÿçи Владимир Яковлев, Хирпуçĕнчи культурăпа библиотека тивĕçтерĕвĕн аталанăвĕн центрĕн директорĕ Светлана Мальцева мала тухрĕç, 60 çултан аслăраххисем хушшинче Упнер ял поселенийĕнчи Михаил Павлов, Шĕнер Ишек ял поселенийĕнчи Любовь Убакова, 50–59 çултисен ушкăнĕнче Вăрманкасри Владимир Ефимов тата Вăрнарти Елена Анисимова, 40–49 çултисем хушшинче Шупашкарти Александр Кочкин тата Чăрăшкас Хирлеп шкул учителĕ Ирина Петрова, 30–39 çултисем хушшинче Вăрнарти Владимир Ефимов тата Вăрманкасри Эльвира Чугунова, 19–30 çултисен ушкăнĕнче Ярмушкари Василий Иванов тата ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ Екатерина Герасимова çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

Шкул ачисем хушшинче харпăр хăй ÿсĕмĕнче çĕнтерÿ Кубокне çак вĕренекенсем тивĕçрĕç: Александр Романов (Вăрнарти 2-мĕш шкул), Анастасия Петрова (Калинино), Валентин Иванов, Кристина Михайлова (Ярмушка), Павел Волков (Туçи Çармăс), Владимир Скворцов, Валентина Тикинева (Хапăс), Юрий Петров (Чăрăшкас Хирлеп).

Республикипе çак кун старта пĕтĕмпе 48 пин çын тухнă. Чи нумаййи – Шупашкарта. Регистарциленнисен шучĕ кăна 12 пин те 300 çын. Йĕлтĕр тусĕсене Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, Лондонри çуллахи Паралимп вăййисен виçĕ хутчен çĕнтерÿçи Елена Иванова саламланă.

Районсене илес пулсан, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» Канаш тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче уйрăмах массăллă иртнĕ – 3000-шер çын старта тухнă.

Вăрнарсен те тепĕр çул çак районсене «хăваласчĕ» – ытларах çын йĕлтĕрпе туслаштăрччĕ.


Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»
 
По теме
 
После капитального ремонта открылось отделение анестезиологии-реанимации Республиканской детской клинической больницы - Газета По жизненному пути Оригинал 23 июня Глава Чувашии  Михаил Игнатьев  ознакомился с работой обновленного после капитального ремонта отделения анестезиологии-реанимации Республиканской детской клинической больницы.
23.06.2018
Отделение анестезиологии-реанимации Республиканской детской клинической больницы открылосьпосле капитального ремонта - Газета Вперёд 23 июня Глава Чувашии  Михаил Игнатьев  ознакомился с работой обновленного после капитального ремонта отделения анестезиологии-реанимации Республиканской детской клинической больницы.
23.06.2018 Газета Вперёд
Оригинал 23 июня мастера декоративно-прикладного искусства со всех уголков России собрались на берегу реки Волги в уютном городе Мариинский Посад на XVI Всероссийский конкурс народных мастеров декоративно-прикладного
24.06.2018 Газета Сельская Жизнь
Оригинал 23 июня Глава Чувашии  Михаил Игнатьев  ознакомился с работой обновленного после капитального ремонта отделения анестезиологии-реанимации Республиканской детской клинической больницы.
23.06.2018 Газета По жизненному пути
В системе преступлений против общественной безопасности такое деяние, как «заведомо ложное сообщение об акте терроризма, о готовящихся взрыве, поджоге или иных действиях, создающих опасность гибели людей,
23.06.2018 Газета Вперёд
В г. Мариинский Посад стартовал конкурс народных мастеров декоративно-прикладного искусства «Русь мастеровая» - Газета Вперёд Сегодня, 23 июня, на Площади культуры г. Мариинский Посад стартовал XVI Всероссийский конкурс народных мастеров декоративно-прикладного искусства «Русь мастеровая», который будет проходить в течение двух дней.
24.06.2018 Газета Вперёд
Кино про Волгу - Газета Чебоксарские новости Съемочная группа российского телеканала о водном пространстве OCEAN-TV посетила Че­бок­са­ры.
23.06.2018 Газета Чебоксарские новости
Сегодня, 23 июня, на Площади культуры г. Мариинский Посад стартовал XVI Всероссийский конкурс народных мастеров декоративно-прикладного искусства «Русь мастеровая», который будет проходить в течение двух дней.
23.06.2018 Советская Чувашия
Ежегодный чебоксарский Бал дошколят, собравший полную Красную площадь восхищенных зрителей, дал старт выпускным торжествам в школах.
23.06.2018 Газета Чебоксарские новости
iZGGl1VkNAk.jpg - Газета Грани Внештатный собкор “Граней”, фанат футбола, известный музыкант Николай Абрамов с 14 июня с билетом болельщика колесит по городам — организаторам чемпионата мира по футболу.
23.06.2018 Газета Грани
В г. Мариинский Посад стартовал конкурс народных мастеров декоративно-прикладного искусства «Русь мастеровая» - Газета Вперёд Сегодня, 23 июня, на Площади культуры г. Мариинский Посад стартовал XVI Всероссийский конкурс народных мастеров декоративно-прикладного искусства «Русь мастеровая», который будет проходить в течение двух дней.
24.06.2018 Газета Вперёд
В центре г. Чебоксары 23 и 24 июня ограничивается движение и стоянка транспорта, продлевается время работы общественного транспорта - Газета Вперёд В Чебоксарах во время проведения праздничных мероприятий, посвященных празднованию Дня Республики , 23 и 24 июня 2018 года изменится организация движения транспорта.
23.06.2018 Газета Вперёд
Оригинал Сегодня руководителем КУ «Чувашупрдор» Владимиром Доброхотовым проведен объезд с проверкой выполнения комплекса работ по содержанию автодорог республиканского значения, в т. ч. в рамках подготовки ко Дню Республики,
22.06.2018 Газета Сельская Жизнь
Оригинал В рамках приоритетного проекта Минтранса Чувашской Республики «Безопасные и качественные  дороги» обновится не только дорожное покрытие на 36 улицах столицы Чувашской Республики.
22.06.2018 Администрация г. Чебоксары
В рамках подготовки к отопительному сезону 2018 – 2019 гг. в городе Шумерля, согласно графику вывода в плановый ремонт котельных и тепловых сетей МУП «Теплоэнерго», с 25 июня начинаются ремонтные работы на котельных №№2,6,7,
22.06.2018 Газета Вперёд