«Химик-Август» чемпион ятне тав рч

Иртнĕ эрнери тĕп событисенчен пĕри – Чăваш Республикин футбол чемпионачĕн татса паракан вăййи – «Химик-Август» командăна каллех чап хумĕпе çĕклерĕ

Çак çĕнтерÿ патне «Химик-Август» ултă çул талпăнчĕ, виçĕ хутчен финала тухрĕ пулин те, алăран вĕçертнĕ чемпионствăна (2003, 2005 çулсем) тÿрех тавăрма май килмерĕ. 2006, 2007 тата 2010 çулсенче вăл кĕмĕл призер пулса тăчĕ.

Анчах çак вăхăтра та командăн чапĕ сÿнмерĕ – «Химик-Август» пилĕк çул харăс (2005–2009-мĕшĕсенче) Чăваш ен Кубокне хăй аллинчен ямарĕ, çĕнтерÿ «паллине» яланлăх хăйĕнче хăварма пултарчĕ. Кăçал вара, икĕ çулхи тăхтав хыççăн, çĕнĕ Кубок каллех химиксен аллине куçрĕ.

Чăваш ен Кубокĕшĕн пынă турнира çĕнтерÿллĕн вĕçленĕ хыççăн Чăваш Республикин чемпионачĕн финалне хатĕрленме кăшт вăхăт пулни те «Химик-Августа» самай пулăшрĕ. Шăпа ирĕкĕпе икĕ турнирăн финалĕнче те унăн Йĕпреçри футбол клубĕн командипе тĕл пулма тиврĕ, иккĕшĕнче те вăл кÿршĕллĕ районсенчен вăйлăрах пулнине çирĕплетсе пачĕ.

Вырсарни кун Вăрнарти «Химик» стадион кĕрлесе кăна тăчĕ. Пĕрремĕш таймра ытларах йĕпреçсем тапăнса вылярĕç, химиксен хапхине пĕчĕк тăхтавранах çине-çине икĕ мечĕк тапса кĕртрĕç пулин те вăрнарсем шанăçа çухатмарĕç. Паллах, хумханăва кашнин сăн-питĕнче курма тиврĕ: «Нивушлĕ выляса яраççĕ;..» Иккĕленĕве Артем Бычков сирме пуçларĕ, пĕрремĕш тайм вĕçлениччен пĕр минут маларах вăл хăйсемпе тупăшакансен хапхине мечĕк тапса кĕртрĕ.

Иккĕмĕш таймра химиксем пуçтарăнуллăрах вылярĕç. Темиçе минутранах Алексей Князев шута танлаштарма пултарчĕ. «Химик-Августа» çĕнтерÿçĕ валли çак очко та çитетчĕ, анчах вăл вĕçне çитичченех кĕрешрĕ. Хыççăнах Вăрнар каччи Роман Шалин тепĕр гол кĕртрĕ. Унăн тепĕр шанăç та пурччĕ – шел, Йĕпреç футболистне штраф хунипе тивĕçнĕ пенальтие вăл ăнăçлă тапаймарĕ.

Штраф тенĕрен, шут 3:2-не çитсен йĕпреçсем урса кайнăн выляма тытăнчĕç, пирĕннисене хаяррăн урисенчен тапа-тапа ÿкерчĕç. Çакăншăн пĕр-иккĕшĕ сарă карточкăсене те тивĕçрĕ.

Финал вĕçĕнче арбитр шăхличĕ те савăнăçлăн шăхăрнăн туйăнчĕ. Стадионта пĕр вăхăт хуçаланнă чап-мăнаçлăх хумне сăмахпа çырса пама çук. «Химик-Август» команда начальникĕ Евгений Захаров, мĕн вăйă тăршшĕпех питĕ пăлханнăскер, футбол уйне тухса ташша ячĕ. Футболисчĕсем саламсем йышăннипе пĕрлех ăна, çавăн пекех тренера Герольд Драндрова темиçе хутчен алă çине йăтса çÿле печĕç. «Химик-Август» футбол командин президентне – Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорне Владимир Свешникова пурте пыра-пыра çупăрларĕç. «Химик-Август» ялавĕ çил çинче ташланăн вĕлкĕшрĕ.

Республика чемпионачĕн аслă дивизионри вăййисене «Химик-Август» 40 очкопа вĕçлерĕ. 12 тĕл пулăва выляса илнĕ, тăваттăшĕ никам çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ, иккĕшне выляса янă. Роман Шалинăн ку турнирта чи нумай гол – пĕтĕмпе 10. Дмитрий Панферовăн – 9, Роман Кожатовпа Алексей Князевăн – 3-шер, Алексей Лесинăн – 2, Дмитрий Степановăн, Владислав Жученковăн, Константин Паденевăн, Александр Балыбердинăн, Артем Бычковăн – пĕрер.

Йĕпреçри футбол клубĕ Республика чемпионачĕн виççĕмĕш йĕркине йышăнчĕ, иккĕмĕшĕнче – Шупашкарти ОМОН.

С.ЧИКМЯКОВА.


Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»
 
По теме
 
После капитального ремонта открылось отделение анестезиологии-реанимации Республиканской детской клинической больницы - Газета По жизненному пути Оригинал 23 июня Глава Чувашии  Михаил Игнатьев  ознакомился с работой обновленного после капитального ремонта отделения анестезиологии-реанимации Республиканской детской клинической больницы.
23.06.2018
Отделение анестезиологии-реанимации Республиканской детской клинической больницы открылосьпосле капитального ремонта - Газета Вперёд 23 июня Глава Чувашии  Михаил Игнатьев  ознакомился с работой обновленного после капитального ремонта отделения анестезиологии-реанимации Республиканской детской клинической больницы.
23.06.2018 Газета Вперёд
Оригинал 23 июня мастера декоративно-прикладного искусства со всех уголков России собрались на берегу реки Волги в уютном городе Мариинский Посад на XVI Всероссийский конкурс народных мастеров декоративно-прикладного
24.06.2018 Газета Сельская Жизнь
Оригинал 23 июня Глава Чувашии  Михаил Игнатьев  ознакомился с работой обновленного после капитального ремонта отделения анестезиологии-реанимации Республиканской детской клинической больницы.
23.06.2018 Газета По жизненному пути
В системе преступлений против общественной безопасности такое деяние, как «заведомо ложное сообщение об акте терроризма, о готовящихся взрыве, поджоге или иных действиях, создающих опасность гибели людей,
23.06.2018 Газета Вперёд
В г. Мариинский Посад стартовал конкурс народных мастеров декоративно-прикладного искусства «Русь мастеровая» - Газета Вперёд Сегодня, 23 июня, на Площади культуры г. Мариинский Посад стартовал XVI Всероссийский конкурс народных мастеров декоративно-прикладного искусства «Русь мастеровая», который будет проходить в течение двух дней.
24.06.2018 Газета Вперёд
Кино про Волгу - Газета Чебоксарские новости Съемочная группа российского телеканала о водном пространстве OCEAN-TV посетила Че­бок­са­ры.
23.06.2018 Газета Чебоксарские новости
Сегодня, 23 июня, на Площади культуры г. Мариинский Посад стартовал XVI Всероссийский конкурс народных мастеров декоративно-прикладного искусства «Русь мастеровая», который будет проходить в течение двух дней.
23.06.2018 Советская Чувашия
Ежегодный чебоксарский Бал дошколят, собравший полную Красную площадь восхищенных зрителей, дал старт выпускным торжествам в школах.
23.06.2018 Газета Чебоксарские новости
iZGGl1VkNAk.jpg - Газета Грани Внештатный собкор “Граней”, фанат футбола, известный музыкант Николай Абрамов с 14 июня с билетом болельщика колесит по городам — организаторам чемпионата мира по футболу.
23.06.2018 Газета Грани
В г. Мариинский Посад стартовал конкурс народных мастеров декоративно-прикладного искусства «Русь мастеровая» - Газета Вперёд Сегодня, 23 июня, на Площади культуры г. Мариинский Посад стартовал XVI Всероссийский конкурс народных мастеров декоративно-прикладного искусства «Русь мастеровая», который будет проходить в течение двух дней.
24.06.2018 Газета Вперёд
В центре г. Чебоксары 23 и 24 июня ограничивается движение и стоянка транспорта, продлевается время работы общественного транспорта - Газета Вперёд В Чебоксарах во время проведения праздничных мероприятий, посвященных празднованию Дня Республики , 23 и 24 июня 2018 года изменится организация движения транспорта.
23.06.2018 Газета Вперёд
Оригинал Сегодня руководителем КУ «Чувашупрдор» Владимиром Доброхотовым проведен объезд с проверкой выполнения комплекса работ по содержанию автодорог республиканского значения, в т. ч. в рамках подготовки ко Дню Республики,
22.06.2018 Газета Сельская Жизнь
Оригинал В рамках приоритетного проекта Минтранса Чувашской Республики «Безопасные и качественные  дороги» обновится не только дорожное покрытие на 36 улицах столицы Чувашской Республики.
22.06.2018 Администрация г. Чебоксары
В рамках подготовки к отопительному сезону 2018 – 2019 гг. в городе Шумерля, согласно графику вывода в плановый ремонт котельных и тепловых сетей МУП «Теплоэнерго», с 25 июня начинаются ремонтные работы на котельных №№2,6,7,
22.06.2018 Газета Вперёд